‏ Matthew 27:32-44

Иисус Христоса пӑталани

(Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)

32Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 33Голгофа ятлӑ вырӑна ҫитсессӗн – Голгофа тени «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет, – 34Иисуса ват йӳҫҫипе хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех панӑ, ӑна тутанса пӑхсан Иисус ӗҫесшӗн пулман. 35Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 36Унтан хайхисем пӑталанӑ Иисуса хураллама ларнӑ. 37Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. 38Ҫавӑн чухнех Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха, пӗрне – сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. 39Иртен-ҫӳренсем пуҫӗсене сулла-сулла Ӑна хурласа калаҫнӑ. 40«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем. 41Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ: 42«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр. 43Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“– тетчӗ-ҫке-ха Вӑл». 44Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT