‏ Matthew 3:13-17

Иисуса шыва кӗртни

(Мк. 1:9-11; Лк. 3:21-22)

13Ҫавӑн чухне, Хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине пынӑ. 14«Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ вара Ху ман патӑма килтӗн-и?» – тесе хирӗҫленӗ малтанах Иоанн. 15Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ. 16Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Вӑл Турӑ Сывлӑшӗ Хӑйӗн ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ».
.
17Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Copyright information for ChvIBTNT