Matthew 6:9-15
9Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; 10Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр. 11Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире. 12Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире. 13Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь» сӑмахсем ҫук.
. 14Эсир ҫын айӑпӗсене каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ. 15Эсир ҫын айӑпӗсене каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT