‏ Matthew 7:1-5

Ыттисене ан айӑплӑр

(Лк. 6:37-38, 41-42)

1«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. 2Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. 3Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? 4Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? 5Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн.
Copyright information for ChvIBTNT