Matthew 8:5-13
Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни
(Лк. 7:1-10; Ин. 4:43-54)
5Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ: 6«Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». 7«Эпӗ пырӑп, ӑна сыватӑп», – тавӑрса каланӑ Иисус. 8Анчах та ҫӗрпӳ ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 9Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“– тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“– тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“– тесе хушсан, вӑл тӑвать». 10Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ. 11Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ. 12Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». 13Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
Copyright information for
ChvIBTNT