‏ Matthew 9:18-26

Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни

(Мк. 5:21-43; Лк. 8:40-56)

18Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ». 19Иисус тӑнӑ та вӗренекенӗсемпе пӗрле ун хыҫҫӑн утнӑ. 20Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ. 21«Унӑн тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл хӑй ӑшӗнче. 22Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. 23Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ. 24Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Тухӑр-ха кунтан, хӗр ача вилмен, вӑл ҫывӑрать кӑна». Ҫакна илтсен Иисусран кулма пуҫланӑ. 25Халӑха кӑларсан Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ, вара хӗр тӑнӑ. 26Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT